Роман
Wikipediaри материал
Роман — литература жанрě, чылайрах прозăллă енпе, пурнăç çинчен тата тěп геройěн (геройсен) пурнăçăн чи йывăр тапхăрěсенчи аталанăвне питě анлăн çырса калани.
- тěп герой çуралнăранпа вилěмěччен (П.Зюскинд, «Парфюмер»; Никифор Мранька «Ěмěр сакки сарлака);
- тěп герой çуралнăранпа пурнăçěн йывăр тапхăрěнчен тухиччен (Чарльз Диккенс, «Жизнь Дэвида Копперфильда»; Куçма Турхан, «Сěве Атăла юхса кěрет»);
- тěп герой пурнăçěн йывăр тапхăрěнчен пуçласа ěçěсем вěçне пыриччен (Фёдор Достоевский, «Преступление и наказание»; Леонид Агаков, «Юманлăхра çапла пулнă»).