Тойтерек
Wikipediaри материал
Тойтерек, — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял. Çавăн пекех Хоратом, Сахран ячĕсемпе паллă пулнă.
[тӳрлет] Истори
Малтан Чикмĕ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн Шупашкар уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шурча вулăсĕнче шутланнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ишлей районĕнне, 1944 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Муркаш районĕнне, 1957 çулхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче каллех Ишлей районĕнне кĕнĕ.
1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа хальхи вăхăтчен Шупашкар районне кĕнĕ.
1963 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тойтерек çумне Чуралькасси ялне хушнă.