Тула
Wikipediaри материал
Тула | |
Хула гербě![]() |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тула облаçĕ |
Никěсленě: | 1146 |
Хула, çултан: | |
Халăх йышě, пин çын: | 481,2 (2002) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 54° 12' ç. ш. |
Геогр. долготи: | 37° 34' х. т. д. |
Тула, — Раççейри Тула облаçĕн администрациĕ вырнаçнă хула. Мускавран 193 çухрăмра ларать. Упа юханшывĕ юнашар юхса выртать.
[тӳрлет] Истори
Хулана пĕрремĕш хут Никонов летопиçĕнче 1146 çулта асăннă. Хула хир хĕрринче, тĕрлĕ тĕслĕ вăрă-хурахсем архăсакан вырăнта никĕсленнĕ. Хулара тĕрлĕ алăста ĕçĕсем аталаннă: тимĕр шăратнă, чул кăларнă, йывăç каснă.
Хула хĕç-пăшал тăвас енĕпе чапа тухнă. Тула ăстисем çинчен сас-хура таçта çитичченех сарăлнă. Сăмах май каласан Тула кремльне те, хăй хулине те тăшмансем пĕрре те тытса илеймен. Халĕ те хулара металлурги промышленноçĕ вăйлă аталаннă. Хулара металурги енĕпе ĕçленкен 2 пысăк предприяти, тата 24 вăтам предприяти пур.