Ценз
Wikipediaри материал
Ценз, — Авалхи Римра иртерекен перепись. Ку переписьре пурăнакан халăхăн пурлăхне кăтартнă. Ценза Сервий Туллий (пирěн эрăчен VI ěмěр) патша шутласа кăларнă теççě. Вăл пěтěм халăха пурлăх енěпе 5 пая пайлама пуçланă.
Ценза кашни 5 çул урлă иртернě. Вěсене малтан патша иртернě, кайран — консулсем, пирěн эрăчен 443 çултанпа — цензорсем, императорсен эпохинче вара императорсем.