Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ
Wikipediaри материал
Чăваш çыравçисен пěрлешěвě, — чăваш çыравçисемпе сăвăçисен ушкăнě.
[тӳрлет] Истори
Пěрлешěве 1923 çулхи çěртме уйăхěн 30 Чăваш кěнеке издательствипе «Канаш» хаçатăн пухăвěнче туса хунă. Вăл вăхăтра вăл Чăваш çыравçисемпе журналистсен пěрлешěвě ятлă пулнă. Уставне 1923 çулхи утă уйăхěн 1 йышăннă. Ăна йěркелекенсем: Золотов Николай Яковлевич, Патман Николай Кириллович, Шупуççынни Николай Васильевич, Хумма Çеменě, Лашман Степан Митрофанович, тата ыттисем.
1934 çулта СССРăн çыравçисен пěрлешěвне туса хунă хыççăн пěрлешěве «Чăваш АССРăн çыравçисен пěрлешěвě» ят панă. Ку ятпа вăл 1991 çулчен пурăннă. 1991 çулта пěрлашěв икě пая пайланать. Пěри Чăваш Ен çыравçисен пěрлешěвě ятлă пулать, тепри — Чăваш çыравçисен пěрлешěвě.
2001 çулхи кěркуннере Чăваш Ен çыравçисен пěрлешěвě тата икě пая пайланнă: "Хурăнташ" ятлă Чăваш Енěн çыравçисен пěрлешěвě тата Чăваш Енěн çыравçисен профессилě пěрлешěвě.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Чăваш çыравçисен пěрлешěвěнче тăракан çыравçăсем
- Чăваш çыравçисен списокě