Чиндыков Борис Борисович
Wikipediaри материал
Чиндыков Борис Борисович, — драматург, прозаик, сăвăç, публицист, тăлмач. 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1 Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралнă.
1990 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1993 çулта «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесишĕн Чăваш Енĕн патшалах премине тивĕçлĕ пулнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Мускавра А.М. Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтне (1984) вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш республики Писательсен Союзĕнче литература консультанчĕ (1985-1988), «Тăван Атăл» журналăн литература критикипе публицистика пайĕн пуçлăхĕ (1988-1989), Чăваш Республики Аслă Канашĕнче консультант, «Лик Чувашии» журналăн тĕп редакторĕ (1994-1997) вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Хăй вăхăтĕнче «Аван-и» (1990-1993) тата "Реклама и объявления" (1992-1993, хальхи вăхăтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тăрать) хаçатсем кăларнă.
Чăваш рекламин чи талантлă креаторĕ тата копирайтерĕ шутланать. ЧАП парти ятне, «Сансăр» тата «Teen/Тин» юрă ушкăнĕсен ячĕсене, «Аван-и» хаçат ятне, шутласа тупнă, [1] сайт уçнă.
Хальхи вăхăтра пĕр турккă фирмин Мускаври филиалĕнче реклама директорĕ пулса ĕçлет. Хăй çырнисĕр пуçне, чăвашларан тата турккăлларан вырăсла, çавăн пекех вырăсларан, акăлчанларан, турккăлларан чăвашла чылай куçарнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
[тӳрлет] Кĕнекисем
- «Чӳк уйăхĕ» (калавсем, 1987);
- «Çурçĕр хыççăнхи апатлану» (калавсем, драмăллă хайлав, 1992);
- «Урасмет» (трагеди, 1993);
- «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (пьеса, 1995);
- «Хура чĕкеç» (монодрама, 2003);
- «Шведский стол» (драма, 2003);
[тӳрлет] Драматурги
- «Алăксем умĕнче» (драма, 1995);
- «Çĕр хăйăрĕн тусанĕ» (пьеса, 1981);
- «Хупланнă тĕкĕрсем» (драма, 1997)
[тӳрлет] Калавĕсем
- «Ăçта каян, чĕкеç...» (калав)
- «Hotel Chuvashia» (калав)
- «Нараста» (калав, 1990);
- «Пуçăм ыратать» (калав, 1988);
- «Бобби» (калав, 1988);
- «Тухса кайиччен» (калав, 1988);
- "Хутлă канфет" (калав, 1988);
- «Йĕпхӳ» (калав);
- «Элчел: love story» (калав, 1982);
- тата ыттисем.
[тӳрлет] Публицистика
- «Уроки чувашского» (1984, «Молодой коммунист»)
- «Малалла каяс тесен...» (1988, "Тăван Атăл")
- «Двуязычие как оно есть: взгляд с чувашской колокольни» (1988, "Радуга/Vikerkaar", Таллинн)
- "Хушшăмăрти чикĕсем çинчен" (1989, "Паянтан")
- «Двуязычие и национальный вопрос» (1989, "Советская Чувашия")
- «Хроника одного года. Репортаж из 37-го года» (1988, "Молодой коммунист")
- «Чӑваш поп-музыкин историйӗ: умтапхӑр» (1990)
- «Выпала... Никто не заметил?» (2003, «Республика»)
- «Время и пространство ЧНК» (2005, www.forum.msk.ru)
- «Инсульт российской демократии, или зачем Кремлю переназначать Федорова президентом Чувашии?» (2005, www.forum.msk.ru)
[тӳрлет] Куçарусем
- Ф.М.Достоевскийĕн «Марей мушик» (калав)
- Оскар Уайльдăн «Тĕлĕнтермĕш юмахсем»
- Анатолий Рыбаковăн «Арбат ачисем» (роман)
- Назăм Хикмет. Сăвăсем
- Ĕстимĕр Инче. Сăвăсем
- Оярс Вациетисăн «Çулпуçăмăра чĕртсе тăратни» (поэма)
- Муххаммад Салих. Сăвăсем
- Эка Бакрадзе. Сăвăсем
- Рей Бредберин «Ракета» (калав)
- Юрга Иванаускайтен «Лантăш çулĕ» (калав)
- Петр Железновăн «Классикăлла музыкăна юратни» (калав)
[тӳрлет] Чăвашларан вырăсла куçарусем
- Юрий Скворцовăн «Уках хурăнě» хайлавĕ (Береза Угахви)
- Хветĕр Уярăн «Кĕрхи çумăр» романĕ (Поздний дождь)
- Александр Артемьевăн «Сĕрĕм» повĕçĕ (Угар)
[тӳрлет] Эстрада юррисен сăввисем
- «Пĕчĕк тăлăх хĕрачам»
- «Пĕчĕк калаçу»
- «Пукане»
- «Эпĕ шутланăччĕ»
- «Амăшĕсем»