Шай
Wikipediaри материал
Шай, — япаласен пĕр пек тытăмĕ, танлашăвĕ; хускалмасăр тытăнса тăракан çакă; çип-кантра çине çакнă йывăр капташка, ĕç хатĕрĕ. Платниксемпе виçевçĕсем усă кураççĕ. Тӳпепе çĕр кăвапи /умри тĕллев лаптăкĕн хĕреслĕхĕн вырăнĕ/ хушшинчи тӳрĕ тăрăма кăтартакан çакă;
[тӳрлет] Юмăçсен
Шай — юмăç, шай яраканĕсен тухату тумалли, тупсăм тупмалли ĕç хатĕрĕ. Вĕсем хăйсен шайне тĕрлĕ япаларан асамласа хатĕрлеççĕ.
- Çирĕп çип çине, хĕлĕх çине хĕреслесе çăкăр сăмси çыхса çакаççĕ.
- Çип тăхăнтартнă йĕп çине çăкăр хыттине чиксе лартаççĕ.
- Çип çине пысăк тӳме йăлаççĕ.
- Йĕс кайăкне çакаççĕ /Авал шай яркăчне йĕсрен тунă/.
Икĕ кайăк пуçлă яркăча çип çине çыхса çакнă. Пĕр кайăкĕ ыррине, тепри усал пулăмне сăмсипе тĕртсе кăтартать тенĕ.