Эпос
Wikipediaри материал
Эпос (грек. έπος — сăмах — каласа пани)- эпопея, çавăн пекех те авалхи историсем çинчен паттăрлă юррăсем (вырăсла: былины-чăн каласа панисем). Эпос пурнăçăн пěтěм сарлакăшěпе вăрăм вăхăтěнче пулса иртнě чылай ěçсене хăйěн ытăмне кěртет, фольклор сăпкийěнче ӳсет. Вăл XVIII ěмěрчен литературăн ертсе пыракан жанрě. Унăн сюжечěсен çăлкуçě- халăх каланисем, сăнарěсене идеал пек ӳнертнě, анлăлатнă, сăвăлла çырнă калаçăвěсем халăхăн пěрлěхлě евěр пуçтуйăмне палăртаççě, (Гомерăн "Илиада" поэми). [[XVIII-XIX ěмěрсенче жанр чапě роман çине куçать. Сюжетсене паянкунран илеççě, сăнарěсем кашни хăй майлă нумайчěлхеллě общество-халăх пуçтуйăмне ӳкерсе параççě, проза виçипе хываççě (Толстой Л.Н., Достоевский Ф.М.). Эпосăн авалхи жанрěсем- повеç, калав, новелла.