Арис Аркадий Иванович
Википедири материал
Арис Аркадий Иванович (чăн хушамачĕ Золотов), — прозаик, критик, тăлмач. 1901 çулхи кăрлачăн 29 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнче çуралнă. 1942 çулта вилнĕ.
1934 çултанпа СССР ÇП юлташĕ шутланать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Элĕкри икĕ класлă шкулта, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ пухнă. «Канаш» хаçатпа «Сунтал» журнал редакторĕ тата çыравçасемпе журналистсен «Канаш» пĕрлĕхĕн ертӳçи пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Критикăлла тата публисцистикăлла статьясем çырнă. Чăваш литература критикине пуçараканнисенчен пĕри пулнă.
М. Горкийĕн Манăн университетсем тата Д. Фурмановăн «Чапаев» кĕнекисене чăвашла куçарнă.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.