Гаршин Всеволод Михайлович
Википедири материал
Гаршин Всеволод Михайлович, — вырăс çыравçи. 1855 çулхи нарăс уйăхĕн 14 Бахмут уесĕнчи (халĕ Донецк облаçĕ) Приятнăй Долина именинче çуралнă. 1888 çулхи ака уйăхĕн 5 Петербургра вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Всеволод Михайлович авалхи дворян кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ офицер пулнă пирки унăн ачалăхĕ çар хушшинче иртнĕ. Горнăй институтра вĕреннĕ, анчах та веренсе пĕтереймен. Турккăсемпе варçă пуçлансан вăрçăри çара хăй ирĕкĕпе кайнă. Унта урина амантнă хыççăн каялла таврăнса литература ĕçне пикеннĕ. 1880 çулта çамрăк революционера вĕлерни ăна питĕ вăйлă пăшăрхантарнă, вăл тăнне çухатса аташма пуçланă. Ăна тана çухатнисем патне пульница хунă. Унта вăл 1888 çулта вăл пĕррехинче тытса илнĕ вăхатра пусма çинчен тăваттăмĕш хутран персе анса пуçне çĕмĕрнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Хăйĕн литаратура ĕçне Всеволод Михайлович 1876 çулта «Тăватă кун» калавĕпе пуçланă. Калав пурне те килĕшнĕ, вăл тӳрех чапа унпа тухнă.