Миссисипи (юханшыв)
Википедири материал
Миссисипи (Mississippi, вырăнти индей чĕлхипе — пысăк юханшыв) — АПШ-ри юханшыв, тĕнчери мăн юханшывсенчен пĕри. Варăммăшĕ 3950 çм (Миссури пуçламăшĕнчен шутласан — 6420 çм), бассейн лаптăкĕ, Чуллă Сăртлă тусенчен Аппалачи тата Мăн кӳлĕсенчен пуçланса Мексика кӳлмекне çитиччен, 3268 пин çм² (АПШ-н 40 % территорийĕ, Аляскăсăр пуçне). Крупнейшие сылтăм юпписем — Миннесота, Де-Мойн, Миссури, Арканзас, Ред-Ривер; сулахаййисем — Висконсин, Иллинойс, Огайо.