Хоккеист
Википедири материал
Хоккей вăййине вылякан спортсмена хоккеист теççĕ. Вăйăна хоккеистсене тренер хатĕрлет. Хоккеистăн вăйă тумтирĕ (аммуници) пур. Çав тумтир вăйă вăхăтĕнче хӳтĕлет. Пуçа çĕлем тăхăнаççĕ. Чавсасем, чĕркуçсем çине хӳтĕлевсем çыхса хураççĕ. Хоккей тумтирĕсене тăхăнсан, хоккеистсем ĕлĕкхи Рим империнчи гладиаторсем пекех курăнаççĕ. Пăр çинче чупма, ярăнма урасене коньки тăхăнаççĕ. Кашни вылякан хоккеисчĕн хăйĕн клубĕ пур. Хоккетстпа спорт клубĕ хушшинче килĕшсе татса çырнă хут пур. Хоккей выляни халĕ Раççейра ĕç вырăннех шутлаççĕ. Клуб хоккеиста шалу (ĕç укçи) тӳлет. Вăйă вăхăтĕнче е хатĕрленнĕ чухне хоккеист амансан е чирлесен клуб хăйĕн укçисем шучĕпе ăна сиплесе ура çине тăратать. Тепĕр клуба куçнă чухне виçĕ енлĕ килĕшӳ хучĕ çыраççĕ: икĕ клуб тата хоккееист хушшинче. Хоккеистăн юридици ĕçĕсене агент тытса пырать, пăтăрмахсенче суд тăрăх хӳтĕлет.