Шупашкарăн Республика лапамĕ
Википедири материал
Республика лапамĕ, — Шупашкарăн тĕп пайĕнче вырнаçнă лапам. Малтан вăл В.И. Ленин лапамĕ ятлă пулнă.
Лапамра В.И. Ленин палăкĕ тăрать. Çавăн пекех ланам енне хулапа республика администрацийĕн çурчĕсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академипе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн çурчĕсем тухаççĕ.
Малтан хулари тĕп лапам пулнă, халĕ вара унăн пĕлтерĕшĕ чакма пуçланă. Мероприятисене халĕ кунта сайра хутра çеç ирттереççĕ.