Çатракасси вăтам шкулĕ (Муркаш районĕ)
Wikipediaри материал
Çатракасси вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнче вырнаçнă Çатракасси ялĕнчи вăтам шкул.
2001 çулта пурĕ 15 класс пулнă, 272 ача (вĕсенчен 134 хĕрача) вĕреннĕ, 31 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕрентекенсенчен 27-ĕщĕ аслă пĕлӳллĕскерсем пулнă.
Шкулăн 12 компьютер, автомобиль пур. Шкул хыççăн 9,96 гектар çĕр çирĕплетнĕ. Шкул вулавăшĕнче 11900 кĕнеке упранать.
[тӳрлет] Истори
1901 çулта Сетой ялĕнче земство училищи уçăлнă. Училище ятарласа лартнă çӳртра вырнаçнă пулнă.
1918 çултанпа тăватă класлă пуçламăш шкул пулса тăнă. 1940-мĕш çултанпа тулли мар вăтам шкул шайне кĕртнĕ. 1962 çултанпа сакăр класс вĕренмелли шкул пулса тăнă, 1965 çултанпа вара — вăтам шкул.
1951/1952 çулсенче шкулта 202 вĕренекен вĕреннĕ, 12 вĕрентекен ĕçленĕ. Шкул вулавăшĕнче 962 кĕнеке пулнă. 1963 çулта 293 вĕренекен, 15 вĕрентекен пулнă.