Чăваш Енĕн Муркаш районĕ
Wikipediaри материал
Муркаш районĕ, — Чăваш Енĕн çӳрçĕр енче вырнаçнă район. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10 туса хунă. Ытларах пайĕ Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă, пĕчĕк пайĕ — сулахай енче. Çӳрçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Шупашкар районĕпе, кăнтăр енче — Элĕк районĕпе, хĕвеланăç енче Етĕрне районĕпе юнашар. Пĕтĕм лаптăкĕ 845,3 км2 танлашать, ку пĕтĕм республикăн лаптăкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш ялĕнче вырнаçнă.
1999 çулта (Кăрлач, 1) районта 37,5 пин çын пурăннă. 2002 çулта 37,1 пин çын, 2004 — 36,8 пин çын, 2005 — 36,8 пин çын пурăннă. Ытларахăшĕ вĕсенчен ялсенче пурăнать. Халăх плотноçĕ — 45 çын км2 çине. Районта пĕтĕмпе 177 ял, вăтамран вĕсенче 219 çын пурăнать. Ытларах пайĕ (98%) — чăвашсем.
Муркаш районĕ сăртлă тӳрĕм вырăнта вырнаçнă. Çырмасем пить нумай, вăтамран вĕсен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Чи пысăк юханшыв — Атăл (район тăрăх 15 çухрăм юхать). Çавăн пекех Юнкă, Сĕнтĕр тата Сурăмпа Мăн Шетмĕ (Мăн Çавал юпписем), Муркаш юханшывсем юхаççĕ. Пĕчĕк кӳлĕсемпе пĕвесем пур.
Атăл хĕррипе юман вăрманĕсем вырнаçнă. Вĕсенче клен, йĕлме, çăка йывăçĕсене тупма пулать.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Быков Александр Артемьевич, — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
- Васильев Фёдор Семёнович, — кĕвĕçĕ, вĕрентекен, доцент.
- Виноградов Нестор Петрович, — драма актёрĕ.
- Владимиров Евстафий Владимирович, — критик, литературовед.
- Волков Павел Егорович, — чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсене тăвакан ăста.
- Гордеев Виталий Ильич, — юрăçă.
- Горшков Анатолий Ермолаевич, — чĕлхе тĕпчекенĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- Григорьев Иван Григорьевич, — прозаик, очеркист.
- Дегтярёв Геннадий Анатольевич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Егорова Валентина Михайловна, — спортсмен.
- Ильин Александр Наумович, — юрăçă.
- Костин Михаил Кондратьевич, — агроном, журналист.
- Лазарева Александра Назаровна, — редактор, прозаик, куçаруçă.
- Михайлов Спиридон Михайлович, — пĕрремĕш чăваш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă.
- Никитин Иван Дмитриевич, — фольклор пухаканĕ, этнограф, куçаруçă.
- Никольский Николай Васильевич, — историк, этнограф.
- Пайраш Кузьма Ильич, — прозаик, драматург, хирург.
- Петтоки Андрей Трофимович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Ржанов Василий Тимофеевич, — драматург.
- Романов Никита Романович, — этнолог, фольклор пухаканĕ, вĕрентекен.
- Сергеев Леонид Павлович, — чĕлхесене тĕпчекенĕ, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ.
- Скворцов Юрий Илларионович, — прозаик, сăвăçă.
- Смородинова Нинель Семёновна, — актриса.
- Столярова Дарья Максимовна, — актриса.
- Тимухха Хĕветĕрĕ, — чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ.
- Токарев Аверий Матвеевич, — композитор, вĕрентекен.
- Яковлев Николай Лукич, — график.
- Ярдыкова Зоя Дмитриевна, — режиссёр.
- Яштупай, —