Вирьял
Wikipediaри материал
Вирьял, — чăваш чĕлхин тури калаçăвě. Хальхи Шупашкар, Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Красноармейски (Трак), Çĕмĕрле, Вăрнар тăрăхне пěрлештерет. Тĕп уйрăмлăхĕсем: фонетика енчен - [о] сасăпа усă курни (анатри диалектра çук), пусăм йěрки сăмахра тěл пулакан [ă, ě] вăйсăр уçă сасăпа килěшсе тăни; морфологи енчен - нумайлăха -сам/-сем аффикспа палăртни; пару падежне -йа/-йе формантпа пěлтерни; синтаксис тěлěшěнчен - аналитика конструкцийě вăйлăрах аталанни.
Вирьял тени тура пурнакан халăх çерĕ-шывĕ тенине пěлтерет. Вир сăмах паян кун чăваш чěлхинче ирĕклĕ сăмах мар, архаизм шучĕнче шутланать. Унăн йěрне çӳç вирелле тăрать фразеологизмра курма пулать: вирелле - эппин çӳлелле. Вирьял диалекчě кивě çырулăх чěлхи шутланнă (XVII — 1870). И.Я. Яковлев çутлăхçăн малтанхи шухăшěпе килěшӳллěн вирьял диалекчěн те литература чěлхи шайěнчех аталанмалла пулнă.
Чăваш чěлхин ытти диалекчĕсем: анатри, мал ен (ку таранччен хутăш калаçу тесе хакланă). Чăваш диалекчěсем пěр-пěрне çывăх тăраççě. Пур тăрăхра пурăнакан чăваш та пěр-пěринпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать.