Владимиров Евстафий Владимирович
Wikipediaри материал
Владимиров Евстафий Владимирович, — критик, литературовед, профессор. 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 17 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Актай ялĕнче çуралнă. 1998 çулхи чӳк уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.
1974 çултанпа СССР ÇП шутне кĕрет. Çав çулах Чăваш АССРăн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. 1972 çулта философи ăçлăлăхĕсен тухтăрĕ ятне панă. Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1941—1946 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă. Чăваш педагогика институчĕнче (1953—1983), Чăваш патшалăх университечĕнче (1983 çултанпа) ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Евстафий Владимиров вырăс çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех вăл 10 ытла ăслăлăхлă ĕç çырнă.
Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:
- «Межнациональные связи чувашской литературы» (Чăваш литературин ытти халăхсенпе çыхăнăвĕ, 1970);
- «Некрасов и чувашская литература» (Некрасов тата чăваш литератури, 1972);
- «Обретение традиций» (Йăла-йĕркесем пуçланни, 1982);
- ыттисем.
Чăвашла куçăрусем:
- Л. Толстойĕн «Детские рассказы» (Ачасем валли калавсем);
- В. Короленкăн «Без языка» (Чĕлхесĕр).