Колхоз
Wikipediaри материал
Колхоз — пĕрлешӳллĕ хуçалăх. СССРта ялсенчи хуçалăх форми пулнă. Колхозри ĕç хатĕрĕсем (çĕр, выльăх-чĕрлĕх) хуçалăхра тăракан çынсен аллисенче пулнă. Туса илнĕ çимĕçсене çынсен хушшинче пайланнă. Хуçалăх хуçине, председателе, халăх пĕрле суйланă. Председателе пулăшмашкăн колхоз правленине суйланнă.
Хальхи Раççейре колхоз — коорперци енĕпе ĕçлекен хуçалăх. 1990 çулсенче нумай колхоз саланса кайнă, ĕçлеме пăрахнă. Намайăшĕ вăл вăхăт хыççăн хуçалăха пĕрлешӳллĕ енĕпе ертсе пыраççĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Киббуц