Марисем
Wikipediaри материал
Марисем(Çармăç), — Мари Эл республикин тěп халăхě. Хайсене мари теççě, малтан черимис ятлă пулнă. Ытларах енěпе Мари Элте пурăнаççě пулсан та, çăвăн пекех Удмурт, Пушкăрт тата Тутарстан Республикисенче, Киров, Чулхула, Пермь облаçěсенче пур. Мари чěлхи çинче калаçаççě.
Виçě пайя пайланаççě: Ту, Çаран, Хěвелтухăç енчисем. Хěвелтухăç енчисем Пушкăрт Республикинче пурăнаççě, Ту енчисем — Атăлăн сылтăм енче, Çаран енчисем — Атăлăн сулахай енче.
1970 çулхи перепись тăрăх пěтěмпе 599 пин пулнă, 1989 çулхи перепись тăрăх — 670,9 пин, 2002 çулхи перепись тăрăх — 604,3 пин.
Октябрь революциě хыççăн мари халăхě хăйсен автономлă облаçне туса хунă.