Орхан Памук
Wikipediaри материал
Орхан Памук (турккă Orhan Pamuk), - турккă çыравçи. 1952 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Стамбул хулинче çуралнă. Нобель премийĕн 2006 çулхи лауреачĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Памук Стамбулри пуян çемьере çуралнă. Ашшĕ инженер пулнă. Стамбулран аякра мар вырнаçнă Robert College ятли американ шкулĕнче вĕреннĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн хистевĕсем кура Стамбул Техника университетĕнче вĕренсе пуçланă. 3 çул хыççăн вĕренсе пăрахрĕ. 1977 çулта вăл Стамбул университечĕн журналистика институтне вĕренсе пĕтерне. 1982-1985 çулсем хушшинче АПШ-нче пурăннă та Нью-Йоркри Колумби университетĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн Турцие таврăннă. 1982-2001 çулсем хушшинче мăшăрланнă пулнă. Халь уйралнă. Пĕр хĕр пур. Стамбул хулинче пурăнать.
[тӳрлет] Кĕнекисем
- Cevdet Bey ve Oğulları (1982, Чевтет Пей те ывăлĕсем)
- Sessiz Ev (1983, Тихий дом)
- Beyaz Kale (1985, Шура крепăç)
- Kara Kitap (1990, Хура кĕнеке)
- Yeni Hayat (1995, Çĕнĕ пурнăç)
- Benim adım Kırmızı (1998 Мана хĕрли чĕнеççĕ)
- Öteki Renkler (1999, урăх тĕссем)
- Kar (2002, Юр)
- İstanbul: Hatıralar ve Şehir (2003, Стамбул: асăилевсем те хула)