Павлов Иван Павлович
Wikipediaри материал
Павлов Иван Павлович, — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, шкул вĕренӳ кĕнекисемпе методика кăтартăвĕсен авторĕ. 1928 çулхи çурла уйăхĕн 23 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи утă уйăхĕн 20 Шупашкарта вилнĕ.
Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1942-1945 çулсенче Калининăри педагогика училищинче, 1945-1949 çулсенче Шупашкарти педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн ăна СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе ăслăлăхĕн ининститучĕн аспирантурине вĕренме янă, 1953 çулта «Деепричастия в чувашском языке и их синтаксические функции» темăпа кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕлесе Шупашкара ăслăлăх тĕпчев институтне ĕçлеме таврăннă. Кунта вăл 1957 çулччен ĕçленĕ, чăваш грамматикин хăш-пĕр ыйтăвĕсем пирки республикăра ирттернĕ дискусси материалĕсене пĕтĕмлетес ĕçе активлă хутшăннă. 1957—1967 çулсенче Иван Павлов Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче, 1967—1971 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. 1971 çултан пуçласа пенсие тухичченех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕнче чăваш литература чĕлхин ăслăлăх грамматикине çырас тĕлĕшпе ĕçленĕ.
Иван Павлов — чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн морфонологи пайне никĕслекенĕ. Синтаксис ыйтăвĕсемпе те унăн статйисем тăтăшах пичетленсе пынă. Чăваш лексикографийĕн юлашки 30—40 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсенче унăн тӳпи пысăк: вăл орфографи, вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла словарьсем хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă авторсенчен пĕри. Тĕпчевçĕ паллă чĕлхеçĕсен (Н.И.Золотницкин, Н.И.Ашмаринăн, Ф.Т.Тимофеевăн, Т.М.Матвеевăн, А.И.Васильевăн) пурнăçĕпе ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлне тишкерес тĕлĕшпе те нумай вăй хунă.
Иван Павлов — шкулсем валли пичетленсе тухнă чăваш чĕлхи вĕренӳ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен авторĕ те. Унăн чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли фонетикăпа морфологи учебникĕ 15 кăларăмпа пичетленсе тухнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Н.И.Золотницкий пурнăçĕпе ĕçĕсем. Ш., 1958;
- Краткий очерк морфонологии современного чувашского языка // Чувашский язык, литература и фольклор. Сборник статей ЧНИИ. Вып. 4. Ч., 1974; // Чувашский язык и литература. Труды ЧНИИ. Вып. 53. Ч., 1975;
- Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен // Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963.
[тӳрлет] Литература
- Сергеев Л.П. Тăван чĕлхемĕр тĕпчевçи (И.П.Павлов 50 çул тултарнă май) // «Тăван Атăл». 1978. 8 №.;
- Ефимов Ю.Ф. Паллă чĕлхеçĕ, ăста педагог. И.П.Павлов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май // Хыпар. Чĕлхе тĕпчевçи Иван Павлов. Ш., 1998.