Турин
Wikipediaри материал
Турин | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Итали |
---|---|
Регион: | Пьемонт |
Никěсленě: | тахçанах |
Хула, çултан: | |
Халăх йышě, пин çын: | 862 (2005) |
Хула лаптăкě: | 130 км2 |
Геогр. широти: | 45°4′ ç.ш. |
Геогр. долготи: | 7°42′ х.т.д. |
Турин (итал. Torino) — Италин çурçĕр-хĕвеланăç енчи хула. Кунта Пьемонт облаçĕн тата Турин провинциĕн администрациĕ вырнаçнă. Халăх шучĕпе, Рим, Милан тата Неаполь хыççăн, тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Пурĕ 862 пин (2005) çын пурăнать.
Хула Дора-Рипари юханшывĕ По юханшыва юхса кĕнĕ çĕртре, Анăç енчи Альп хĕрринче ларать. Хула патĕнчех Альп перевалĕсем пуçланаççĕ.
[тӳрлет] Спорт
Турин хули «Ювентус» футбол ушкăнĕпе паллă. Кунтах вырнаçнă тепĕр «Торино» ушкăнăн çитĕнĕвĕсем пĕчĕкрех.
2006 çулта кунта Хĕллехи XX олимп вăййисем иртнĕ.