Удмуртсем
Wikipediaри материал
Удмуртсем — финн-угор халăхсен йышне кěрекен халăх. Пермь ушкăнне кěрет, коми чěлхине çывăх. XIV - XIX ěмěрсенчи çырулăх палăкěсенче вěсене çавăн пекех ар, арян, отяк, вотяксем тесе чěннě. Удмуртсен ытларах пайě Удмурт Республикинче пурăнать. Çавăн пекех вěсем Пушкăртра, Тутарстанра, Мари тăрăхěнче, Пермь тата Киров хутлăхěнче нумаййăн пурăнаççě. 1989 çулхи çырав тăрăх пěтěмпе 747 пин шутланать. Калаçма удмурт чěлхипе калаçаççě.