Хурма
Wikipediaри материал
Хурма — кăнтăрти çулçăллă йывăç тата унăн шултра сарă-хĕрлĕ çимĕçĕ. Çимĕçĕ – мăнтăркка 2-10 вăрлăхлă пылак çырла.
200 ытла тĕслĕ пулать. Анлă сарăлнă тĕсĕ – «Королек».
Нумайăшĕ шутланă тăрăх ку йывăç Китайран пулса килнĕ. Йывăçсенчен авалхисем 500 çул лараççĕ. Италире, Испанире, Израильте тата Кавказра çитĕнтереççĕ. Хăшпĕр тĕсĕсен çимĕçĕ юпа (октябрь) уйăхĕн пуçламăшĕнче, хăшĕсен юпа уйăхĕн вĕçĕнче пиçет. Ытларах чухне хурма пиçни пĕрремĕш хут тăм ÿкнĕ вăхăтпа пĕр килет. Тăм тивни хурма çимĕçне тутлантарать.
[тӳрлет] Тěсěсем
Какки хурми / Kакки çимěçě (Яппунла kaki) (D. kaki). Ку сорт Китайран сарлса килнě. Çимěçě тутлă. Сарлака хытанка çулçине тăкакан тěс. Малтанах ку çимěçе ӳстересси хěвел тухăç Азин ытти пайěсенче сарăлнă, 19-мěш ěмěрте ку ӳсен тăрана Калифорние тата кăнтăр Европăна илсе çитернě, унта та ӳстерме тытăннă.
Америка Хурми е Вирджини хурми (D. virginiana, American Persimmon) Çурçěр Америкăн хěвеланăç пайěнче ӳстереççě.
Хура хурма (D. digyna) Мексика çěршывěнче пулса ӳсет. Çимěçěн хуппи симěс4 ăшě пиçиччен шурă, пиçсе çитсен хуралать.
Маболо (Mabolo) е Вельвет улма (D. discolor) Филиппин утравěсенче çитěнет. Пиçсен ăшě йăлтăр хěрлě тěслě.
Королек (D. lotus) кăнтăр хěвелтухăç Ази тата кăнтăр хěвел тухăç Европара ӳсекен сорт. Авалхи Грексем ăна "Турăсен улми" (Dios pyros) тесе чěннě. Ку сорт çинчен "Одиссей" хайлавра та пур - çак улма-çырла питě тутлă пулнипе ăна çиекенсем улмана çиес килнипе киле каймалли çула манса хурма ӳснě вырăнта юласшăн пулнă.
Хурман тата нумай тěсěсем пур, анчах çиме юрăхсăр.