Çĕвĕç
Википедири материал
Çĕвĕç — тумтир çĕлеме пĕлекен ăста.
[тӳрлет] Истори
Европăра тумтире çĕлемелли ĕç XII-XIV ĕмĕрсенче вăраххăн аталанса пынă. Малтан тумтире ут-пĕве пытарма анчах çĕленĕ, ренессанс вăхăчĕ çитсен вара ут-пӳ формисене кăтартмалла çĕлеме пуçланă. Ку вăхăт модăна çуратнă теме те юрать.
[тӳрлет] Ӳнерте
Морони Джованни Баттистăн «Çĕвĕç» (1560) ӳкерчĕк пур.
[тӳрлет] Тĕлĕкре
Тĕлĕкре çĕвĕçе курсан эсир шутласа хунă çӳлçӳрев сире нумай хуйхă илсе килĕ. Енчен те çĕвĕç сире валли тум çĕлеве виçет пулсан тăвансемпе хирĕçмелли пулать.