Çĕлен утравĕ
Википедири материал
Çĕлен утравĕ (укр. острів Зміїний, рум. Insula şerpilor), — Украина территорийĕн шывĕсенче вырнаçнă Хура тинĕсри утрав. Украина хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕ хыççăн ку утрав кама пăхăнни çинчен Румынипе тавлашу пуçланнă.
[тӳрлет] Географи
Утрав Дунай шывĕн дельти широтипе пĕр тан вырнаçнă, унран 35 çухрăм хĕвелтухăçнелле ларать. Утравăн географи координатисем: 45°15’18’’ ç.ш., 30°19’15’ х.т.д. Утрав форми хĕрес пек, унăн лаптăкĕ 0,17 км2.
Чи çывăхри пурăнмалли вырăн — Румынири Сулина хула. Украинăн чи çывăххи — Вилково хули.
Утрав çыранĕсем чăнкă, анчах та çăв енченех кунта темиçе пляж пур: «Дамски», «Дергач», «Ылтăн» тата «Бандитсен».
[тӳрлет] Экологи
Ку утрава вĕçен кайăксем кăнтăралла вĕçнĕ чухне канмашкăн усă кураççĕ. Çурхи кайăксен вĕçевĕ вăхăтĕнче кунта 234 тĕс тупма пулать.
Дунай юхăмĕпе хăш-пĕр чухне кунта хурăн пуçлă çĕленсем юхса килеççĕ. Утрав ятне çав çĕленсене пула панă та.
Утрав çумĕнчи шывсенче 41 тĕрлĕ тĕслĕ пулă, 6 (4-ăшне вĕсенчен Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ)тĕслĕ краб пурăнаççĕ.