Çĕпĕр
Википедири материал
Çĕпĕр — Çурçĕр Ази тарăхĕ. Анăç енчи чикки — Урал тăвĕсем, çурçĕр енчи — Çурçĕр Пăрлă океан, тухăç енчи — Лăпкă океан.
Хĕвеланăç Çĕпĕр, Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Инçет Хĕвелтухăç çине пайланать. Хăшпĕр чухне Кăнтăр Çĕпĕре те уйăраççĕ.
[тӳрлет] Çĕпĕр тавралăхĕ
Çĕпĕрте çак пысăк юханшывсем юхаççĕ: Обь, Иртыш, Енисей, Лена, Амур.
[тӳрлет] Хуласем
Çĕпĕрти пысăк хуласем:
- Çĕн Çĕпĕр;
- Омск;
- Красноярск;
- Барнаул;
- Новокузнецк;
- Владивосток;
- Хабаровск;
- Иркутск;
- Томск.
[тӳрлет] Çĕпĕр тĕпчевçисем
- Беринг Витус Ионассен
- Дежнёв Семён Иванович
- Милованов Игнатий Михайлович
- Спафарий Николай Гаврилович
- Чириков Алексей Ильич