Ĕне ырри
Википедири материал
Ĕне ырри, — чăвашсем хатĕрлекен апат.
[тӳрлет] Мĕнле хатĕрлемелле
Ĕне пăруланă хыççăн ик-виçĕ хут сунă çăра сĕте ĕне ырри пĕçерме хăвараççĕ. Ĕне ыррине сĕт тутланса çитсен тин пĕçереççĕ. Сĕрнĕ тата тутланса çитнĕ сĕте чӳлмекре е кастрюльре вĕреме кĕртмелле, унтан çавăнта ĕне ырри (малтан суса хăварнă сĕте) ярса пĕçермелле. Çапла пĕçернĕ ĕне ырри шурă пулать, унăн тути те лайăх. Ĕне ыррине вĕрилле те, сивĕлле те параççĕ.
[тӳрлет] Авал усă курни
Ĕне ыррине авалтан килекен йăлапа чылайăшĕ кӳршĕсене чĕнсе, ача-пăчасене пухса çитереççĕ.
[тӳрлет] Литература
- Тутлă Апат-Çимĕç. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982.