Алексеев Борис Алексеевич
Википедири материал
Алексеев Борис Алексеевич, — актёр. 1911 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Паçпак ялĕнче çуралнă. 1973 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1943 çулта Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ ятне, 1960 çулта РСФСР халăх артисчĕ ятне, 1969 çулта СССР халăх артисчĕ ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1932 çулта Шупашкарти театр техникумне веренсе пĕтернĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Борис Алексеев пĕтĕм пурнăçне театра панă, уншăн пурăннă. 40 çул хушшинче 200 ытла сăнар калăпланă.
Вăл вылянă сăнарсем:
- Яго (Ç. Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче»);
- Щукарь мучи (М. Шолоховăн «Уçнă çĕрем»);
- Аким (Л. Толстойăн «Тĕтĕм аллинче»);
- Тăхтаман (К. Ивановăн «Нарспи»);
- В.И. Ленин (Н. Погодинăн «Пăшаллă çын»);
- тата ыттисем.