Арча
Википедири материал
Арча, — Тутарстанăн Арча районĕн тĕпĕ.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
2002 çулхи çырав тăрăх хулара 17,2 пин çын пурăннине палăртнă.
[тӳрлет] Истори
- Тĕплĕнрех Арча историйĕ статьяна пăхăр.
Арча хулине вырăс çулçӳревçĕсем 1497 çулта асăнаççĕ. Анчах та Арча хули X - XII ĕмĕрсенче пулнă. Арча хулине халĕ вырăсла Арск теççĕ. Чылай тĕпчевçĕсем унăн вырăсла ятне кура вăл арсен хули е арсем (удмуртсем) пурăннă вырăнта никĕсленĕ хула тесе шутлаççĕ. Ку вăл пачах та тĕрĕс мар.
Арча - йывăç ячĕ, анчах та вăл, тутар тĕпчевçисем каланă пек, уртăш мар. Арча - уртăш евĕрлĕ урăх йывăç.
Авалхи Арча хули Хусан шывĕн çӳллĕ çыранĕнче, ту çинче сарăлса илемленсе ларнă. Пĕтĕмĕшпе вăл 24 пин тăваткал метр лаптăк йышăннă. Ăна никĕслекенсем Хусан çырмипе те, çӳллĕ ту чакăлĕсемпе те усă курнă, хăйсен хулине никам пырса кĕреймесле çирĕплетнĕ. Вăл вырăнта çĕр хăпартса тунă çӳллĕ хӳме пулни халĕ те паллă. Хӳмерен шаларах чултан тунă карман пулни курăнать.
Арча хулине тутар-монголсем çунтарса янă пулсан та кайран вăл çĕнĕрен çĕкленнĕ.
Тĕпчевçĕсем Хусана илнĕ хыççăн та Арча хули таврашĕнче темĕн чухлĕ чăваш ялĕсем пулнă пирки калаççĕ. XIX ĕмĕрте чăвашсем тутара тухма тытăннă. Арча районĕнче халĕ халăх хăйне тутар тет пулсан та, вырăн, çырма-çатра, ял ячĕсем йăлтах чăвашла. Унта Вăрăмçырма, Хураçырма ялĕсем пур. Вĕсенче «тутарсем» пурăнаççĕ. Вĕсем халĕ те ĕнтĕ хăйсен аслашшĕсем тахçан чăваш пулнине аса илесшĕн мар.
1781 çулта ăна уес хули шайне хăпартнă. 1926 çулта вара хула шайĕнчен кăларнă.