Атăлçи сăртлăхĕ
Википедири материал
Атăлçи сăртлăхĕ, — Атăлăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă, Хусантан пуçласа Волгоград таран тăсăлать. Çӳллĕшĕ 375 метр (Шукăль сăрчĕ патĕнче). Айлăмсемпе, çырмасемпе çырăлса, пайланса пĕтнĕ. Уйрăмах хĕвелтухăç енчи айăкки.
Çĕçенхирсем, вăрмансем вырнаçнă. Çеçенхирĕн ытларах пайне сухаласа акаççĕ. Шукăль сăрчĕнче вăрмансем, нефть, газ çĕр айĕнчи пурлăхсем пур. Çавăн пекех фосфоритсем, çурт хăпартма усă куракан тĕрлĕ пурлăхсем те пур.