Африка
Википедири материал
Африка — Вăтаçĕр тинĕсĕн тата Хĕрлĕ тинĕсĕн кăнтăр енче, Атлантика океанĕнчен тухăç енче тата Инди океанĕнчен анăç енче вырнаçнă континент. Лаптăкĕ — 30 065 000 çм², е Çĕр çинчи 20,3 % пайĕ. Африкăра 800 млн. яхăн çын пурăнать.
[тӳрлет] Халăхĕ
Кунта икĕ расă халăхĕ пурăнать: негръевĕрлĕ — Сахарăран кăнтăралла, европаевĕрлĕ çурçĕр Африкăра (арабсем) тата КАР (бурсем тата акăлчан-кăнтăрафриканецсем). Африкăра 56 çĕршыв. Вĕсенчен чылайăшĕ Европа патшалахĕсен колонисем пулнă, ирĕклĕхе XX ĕмĕрти 50-60-мĕш çулсенче çеç çĕнсе илнĕ. Унчен ирĕклĕхе Египет (1922), Эфиопи (1941), Либери (1847) тата КАР (1910) тухнă пулнă. Континентăн çурçĕрĕнче Испани çĕрĕсем — Сеута, Мелилья. Кунта ислам, христос (католиксем, протестантсем, православсем, монофизитсем) тĕнĕсем сарăлнă. Африкăра араб, акăлчан, франци, татах суахили, конго, фульбе чĕлхисемпе калаçаççĕ.
[тӳрлет] Климачĕ
[тӳрлет] Истори
Континентсем |
Австрали | Ази | Антарктида | Африка | Европа | Кăнтăр Америка | Çурçĕр Америка |