Булаткин Николай Иванович
Википедири материал
Булаткин Николай Иванович, — чăваш актёрĕ. 1958 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлӳкасси ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1975 çулта Пандиковăри сакăр çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсе Çĕнĕ Шупашкарти СГПТУна вĕренме кĕнĕ. Ăна 1978 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1978 çулăн авăн уйăхĕнчен пуçласа 1983 çулччен Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче пĕлӳ пухнă.
[тӳрлет] Пултарулăхĕ
Унăн пултарулăхĕ уйрăмах çак рольсенче паларнă: Чеховăн «Хирургия» пьесинчи фельдшер; Маривăн «Игра любви и случая» пьесинчи Арлекин; Тургенев çырнă «Бирюк» пьесинчи Бирюк. Николай Булаткин кулăшла та драмăлла пьесăсенче те выляма пултарни курăнать. Академи театрĕнче нумай çул ĕçлесе вăл нумай роль вылянă:
- М. Горькийĕн «На дне» пьесинче — Татарин;
- В. Ржановăн «Курам на смех» пьесинче — Канцеляров;
- П. Осиповăн «Айтар» пьесинче — Дружко;
- А. Артемьевăн «Салампи» пьесинче — Шамбулкин;
- Е. Никитинăн «Вăрланă хĕр» пьесинче — Сартун;
- Н. Сидоровăн «Шальная ночь» пьесинче — Толян;
- тата ыттисем.