Бэйцзян
Википедири материал
Бэйцзян, — Китайри юханшыв, Сицзянăн юппи. Тăршшĕ 468 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 45,9 пин км2. Вăтам çӳллĕшлĕ тусенче пуçланать, ун хыççăн сăртлă тӳремлĕх урлă юхать. Муссон çумăрĕсем вăхăтĕнче çулла çыранĕсенчен тухать. Вĕçĕнче карапсем ишме пултараççĕ.
Шыв-шуртан сыхланмашкăн хăш-пĕр çĕртре дамбăсем çĕкленĕ.