Вăрнар
Википедири материал
Вăрнар, — Чăваш Енĕн чи пысăк посёлокĕ, Вăрнар районĕн администраци вырнаçнă вырăнĕ.
Посёлокăн ытларах пайĕ чукун çулăн çурçĕр енче вырнаçнă. Кунта икĕ-пилĕк хутлă çуртсем, администраципе обществăллă çуртсем, предприятисем лараççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕнче кунта 13,2 пин çын пурăннă. Çав енченех 1959 çулта 7,4 пин çын, 1979 çулта — 10,5 пин, 1989 çулта — 12,4 пин çын пурăннă.
[тӳрлет] Географи
[тӳрлет] Транспорт
Варнар республикăн вăта çĕрĕсенче, Хусан-Мускав чукун çул айăкинче вырнаçнă. Çĕмĕрлепе Вăрнар хушши — 33,5 çухрăм, Канашпа Вăрнар хушши — 33 çухрăм. Шупашкарпа Вăрнар 91 çухрăм тăршăллĕ автомобиль çулĕпе çыхăннă. Георгрфи енĕпе питĕ меллĕ вырăнта вырнаçнă пирки Вăрнар ытти районсемпе тата Раççей регионĕсемпе тăчă çыхăну тытать.
[тӳрлет] Çутçанталăк
Кăнтар енче тата кăнтар-хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енелле вăрмансем вырнаçнă. Ытларах енĕпе вăл вăрмансенче юман ӳсет.
[тӳрлет] Истори
1918 çулта кунта чукун çул станцине никĕсленĕ. Ячĕ Вăрнар ятлă пĕчĕк юханшывран пулнă. 1927 çулта посёлок шайне кĕнĕ, район тĕпĕ пулса тăнă.