Валем Хуçа
Википедири материал
Валем Хуçа —чаплă пăлхар пӳлевĕ (пророк) пулнă. Вăл Пӳлер хулинче тутар-монголсем киличчен пурăннă. Ăна Малĕм хоçа, Маалим-Ходжа тесе те çырнă.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Вăл пуян хуçа пулнă, çынсене сыватнă, çăлтăрсен тĕнчине лайăх пĕлнĕ, çутçанталăк мĕнле аталанса пырассине каланă. Вăл хура халăха тĕне кура пăхман: уншăн авалхи тĕнпе пурăнакан чăвашсем те ислам тĕнне илнĕ çынсем те пĕрех пулнă. Валем хуçаина вилсессĕн ту çине пытарнă. Çав тăва халĕ те Хурату е Валемхуç теççĕ. Çак çăвари палăксем çине араб чĕлхипе чăваш сăмахĕсемпе çырнă. Палăкĕсене авалхи чăваш йăлипе Хĕвеле хирĕç лартнă. Çав палăксене вырăнти çынсем хисеплемесĕр вĕçĕмсĕрех çаратнă, ислам тĕнлĕ çын масарĕсене çеç упраса усранă, Ылтăн Урта тапхăрĕнчи историне çеç палăртса тăнă.
[тӳрлет] Çăлкуçсем
- П.В.Денисов, "Религиозные верования чуваш"
- В.К.Магницкий, "Материалы к объяснению старой чувашской веры"
- Н.И.Ашмарин, "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки", X-мĕш томĕ.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- С.М.Шпилевский, "Авалхи хуласем..."
- С.М.Михайлов-Янтуш,
- Н.И.Золотницкий, "Корневой чувашско-русский словарь", Хусан, 1875.
- Н.И.Шелепи, "Пăлхар сутăçĕ Валем çинчен", поэма.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.