Василькова Ирина Васильевна
Википедири материал
Василькова Ирина Васильевна, — вырăс сăвăçи. 1949 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Люберцы хулинче çуралнă.
1971 çулта МПУн геологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1985 çулта М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче, 1996 çулта Раççей вĕрентӳ академийĕн университетĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. 1971-1990 çулсенче МПУн геохими кафедринче ĕçленĕ. 1990 çултанпа пуçласа гимназире литературăна вĕрентет, ача-пăча литература студине ертсе пырать. «Новый мир», «Октябрь», «Знамя» журналсенче пичетленнĕ.
[тӳрлет] Сăвă кĕнекисем
- «Поверх лесов и вод» /Вăрмансемпе шывсем çийĕн/ (М., 2001)
- «Белым по белому» /Шурă тăрăх шурăпа/ (М., 2002)
- «Аква» (Варна, вырăсла тата пăлхарла, 2002)
- «Террариум» (М., 2004)