И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ
Википедири материал
И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ — Чăваш Енри пĕрремĕш аслă вĕренӳ заведениĕ. 1930-мĕш çулта никĕсленнĕ. Унта малтанах икĕ факультет пулнă.
Паянхи кун университетра 8000 яхăн студент вĕренет. Унта пурĕ 36 специальноçе 12 факультетра алла илме пулать. 9 ăслăлăхра 18 специальноçпе аспирантура ĕçлет. Университетăн 3 педагогика кафедринче наука докторĕсене хатĕрлеççĕ.
"Педвузовец" тата "Вестник ЧГПУ" хаçатсем тухса тăраççĕ.
[тӳрлет] Наукăпа тĕпчев институчĕсем
Наукăпа тĕпчев этнопедагогика институчĕ
[тӳрлет] Факультетсем
Университетра 12 факультет:
- Чăваш филологи факультечĕ
- Истори факультечĕ
- Вырăс филологи факультечĕ
- Психологипе педагогика факультечĕ
- Шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийĕн факультечĕ
- Ӳнерпе графика факультечĕ
- Технологипе экономика факультечĕ
- Музыкăпа педагогика факультечĕ
- Физкультура факультечĕ
- Ют чĕлхесен факультечĕ
- Физикăпа математика факультечĕ
- Биологипе хими факультечĕ
[тӳрлет] Вĕренсе тухнă паллă çыннисем
- Юхма Мишши — чăваш историкĕ, çыравçи.
![]() |
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |