Казахстан ялавě
Википедири материал
Хальхи Казахстан ялавне 1992 çулхи çěртме уйăхěн 4 йышăннă. Унăн тěсě сенкер тěслě. Ылтăн хěвелпе амăрт кайăк Республикăн ирěклěхне, нихама та пăхăнманнине кăтартать.
[тӳрлет] Ăнлантарăвě
Ялав тӳрě кěтеслě пусма пек курăнать. Тěсě синкер. Варринче хěвел, хěвел айěнче ăмăрт кайăк вырнаçнă. Ялав патакки патěнче çӳлтен аялалла хăю сарлакăшлě халăх орнаменчě вырнаçнă. Орнаментчě, хěвелě тата ăмăрт кайăкě ылтăн тěслě. Сарлакăшě çуллěшне 2:1 пек пайланать.
Пěр тěс — Казахстан халăхěн пěрлěхне кăтартать. Сенкер тěс вара тěрěк халăхěсен тěсě шутланать. Ялав çинче вăл вěçě хěррисěр тӳпене, çавăн пекех килěшсе пурăннине, лăплăлăха тата пěрлěхе катартать.
Хěвел — пěтěм чěр чуна пурнăç паракан, çавăнпа та вăл пурнăç паллине кăтартать. Куçан халăх вăхăта хěвел тăрăх пěлет. Геральдика саккунě тăрăх хěвел пуянлăхпа çитлěхе кăтартать. Çавăн па та пур 32 хěвел пайăрки те тырă евěрлě.
Амăрт кайăк куçан халăхшăн уйрăм вырăн йышăнать. Ăна ялав çинче ӳкересси кунта пурăнакан халăхсен тахçанах йăлара пулнă. Хирте пурăнакан халăхшăн ку ирěклěх палли, тěлленě тěл патне туртăнасси, малашлăха вěçесси. Тапěр енчен илсен ăмăрт кайăк вăйлă кайăк шутланать, кам-та кам малашлăха утма чăрмантарать, çавсенне пурне те хирěç тăма пултарать. Ăсăрт кайăк силуэчě Казахстан халăхě тěнче цивилизациěн çӳллěшě хăпарасси тěллевне кăтартать.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Казахстан гимнě
- Казахстан гербě