Канада
Википедири материал
Канада (акăлч. Canada [‘kʰænədə], франц. Canada [kanada]) —Çурçĕр Америкăри патшалăх, территории шучĕпе тĕнчере иккĕмĕш (Раççей хыççăн) вырăнта шутланать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Çĕрĕсем Атлантика, Лăпкă тата Çурçĕр Пăрлă океан шывĕсем çине тухаççĕ, кăнтăрпа çурçĕр-анăçра АПШ-па чикĕ тытать.
[тӳрлет] Политика тытăмĕ
Парламентлă система, федераллă конституциллĕ монархи.
Канада икĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ культурăллă çĕршыв, акăлчан тата франци чĕлхисем официаллă статусне федераци шайĕнче çирĕплетнĕ. Технологи енчен аталаннă Канадăна нумай отраслĕллĕ экономикă никĕслет. Çутçанталăкĕн управĕсемпе пуян çĕршыв сутă-илӳпе хăйĕн хăватне хăпартать, АПШ-па тачă çыхăну тытать. Канада паянкун франци чĕлхиллĕ Квебек тата акăлчан чĕлхиллĕ 9 провинцисенчен («акăлчанлă Канада») тытăнса тăрать. Акăлчан чĕлхиллĕ провинцисем хушшинче тухăçри Нью-Брансуик çеç пĕртен-пĕр официаллă икĕ чĕлхеллĕ провинци шутланать.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
[тӳрлет] Истори
Канада британи виçĕ колонийĕсен пĕрлĕхĕнчен пуçланса кайнă (Çĕнĕ Франци тапхăрĕнче вĕсем франци колонийĕсем пулнă). Çак конфедераци шутне ун чухне 10 провинципе 3 территори кĕнĕ. Канада хăйĕн ирĕклĕхне Пĕрлешĕннĕ Патшалăхран 1867 — 1982 çулсем хушшинче лăпкă калаçса çĕнсе илнĕ.