Канаш (хаçат)
Википедири материал
- Канаш ятпа Хыпар хаçат та пулса тухнăччĕ
Канаш — Чĕмпĕр облаçĕнче тухакан чăваш хаçачĕ. Тĕп редакторĕ Николай Ларионов. Хаçачĕ кашни кĕçнерникун тухать. Хаçат 1989 çулхи раштав уйăхĕнче никĕсленĕ. Пĕрремĕш тĕп редакторĕ 1950 çулта çуралнă В.Ф. Ромашкин.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тиражĕ
Тиражĕ 1800 экземпляр. Статьисен чылайăшне вулакансем çыраççĕ. Чи пысăк темисем: Чĕмпĕр облаçĕнчи пурнăç, чăваш культури, ĕç паттăрсем тата ыттисем те.
[тӳрлет] Никĕслекенсем
1989 çулхи раштав уйăхĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи КПСС комитетпе облаçĕн халăх депутачĕсен канашĕ сĕннипе те И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш пĕрлешĕвĕ хуса тунипе хаçата никĕсленĕ. 1994 çултанпа пуçласа учредитĕлĕ облаçĕн администрацийĕ. Финанс енчен пулăшăкансем Эртел Чĕмпĕрти чăваш бизнесмен пĕрлешĕвĕпе Чĕмпĕр облаçĕн администрацийĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Чăнлă хыпарĕсем — 1930 никĕсленĕ Чĕмпĕр облаçĕн пĕрремĕш чăвашла тухакан хаçат.
[тӳрлет] Каçăсем
- Чĕмпĕр облаçĕнчи периодикăллă кăларăмсем
- Канаш хаçат — ulianovsk.ru викинчи вырăсла статья.