Керженец (юханшыв)
Википедири материал
Керженец, — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Атăлăн сулахай юппи. Тăршшĕ 290 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 6140 км2.
Юханшыв тăрăх байдаркăсемпе кимĕсемпе ишеççĕ. Çавăн пекех вăрман та юхтараççĕ.
Невейка патĕнче пуçланать те Макарьево патĕнче Атăла юхса кĕрет. Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан çи çывăх хула — Лысково, вăл Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă. Атăлăн сулахай енче вырнаçнă чи çывăх вырăнĕ вара Макарьево. Макарьево сали хăйĕн мăнастырĕпе паллă.
Юханшыв çавăн пекех кивĕ йăлапа пурăнакансен вырăнĕсемпе паллă. Вĕсем кунта XVII — XIX ĕмĕрсенче патша влаçĕнче тарса килнĕ.