Комета
Википедири материал
Комета (гр. κομήτης хӳреллĕ), — Хĕвел системин тĕтре евĕрлĕ объекчĕ. Вăл пуçĕнчен тата хӳринчен тăрать.
Комета пуçĕ, е «кома», — кометăн чи çутă пайĕ. Унăн варринче темиçе километр тăсăлакан хытă япала. Çав тĕшĕ пăртан тата чул катăккисенчен тăрать. Хӳри вара — темиçе миллион километра тăсăлакан тусанпа газ хутăшĕ.