Королёв Сергей Павлович
Википедири материал
Шаблон:Ăслăхçă
Серге́й Па́влович Королёв (1906 сулхи раштав, 30 ( 1907 çулхи кăрлач, 12), Житомир — 1966 çулхи кăрлач, 14, Мускав) — совет ăслăхçи, конструктăр тата СССР-ăн ракета-космос карапĕсен тата ракета хĕçпăшалĕн техникин ăстала ертӳçи, совет космонавтикин ашшĕ.
Сергей Королёв —стратегиллĕ совет вăтам тата континентсем хушши инçетлĕ ракета хĕçпăшалне тăваканĕ тата ĕçлĕхлĕ космонавтикăна никĕслекенĕ. Ракета техники вали вăл шутласа кăларнă конструктор ĕç-хĕлĕ совет ракетăллă хĕçпăшал аталанăвĕнче çав тери сумлă пулать, ĕçлĕхлĕ космонавтикăшăн тĕнчелле паллă куранать. С. П. Королёвăн хастар ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн çĕршыва стратегиллĕ паритета хăпартать, СССР малти ракетă-космос тĕрĕклĕхĕ пулса тăрать. Икĕ хут Социаллă Ĕç Паттăрĕ, Ленин преми лауреачĕ, СССР ăслăхçă Академийĕн академикĕ. КПСС шутĕнче 1953 çултанпа.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
С. П. Королёв 1907 çулта кăрлач, 12 Житомир хулинче (Украина) вĕрентӳçĕсен çемйинче çуралнă. Виçĕ çул тултарсан ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ. Сережăна вара амăшĕ Нежина кукамăшĕпе кукаçĕ патне кайса яраççĕ. 1917 çултанпа амăшĕпе тата усрав ашшĕпе, Мария Николаевна тата Григорий Михайлович Баланинсемпе Одессăра пурăнать, вĕсен пулăшăвĕпе шкул программине ăс-тăна илет. Шкул çулĕсенчех Сергей питĕ тавçăруллă тата авиаци техники патне чарайми туртăмлă пулнă. 1922-24 çурт-йĕр тăва профессиллĕ шкулта вĕреннĕ, тĕрлĕ курсра та пĕлӳ пухнă.
[тӳрлет] Баллистика ракетисене ăсталани
[тӳрлет] Çын тунă Çĕрĕн пĕрремĕш спутникĕ

[тӳрлет] Королёв ятне панă
- Марс çинчи кратер
- Уйăхăн тĕттĕм енчи кратер
- Астероид 1855 Королёв
- 1996 çулта Мускав облаçĕнчи Калининград хулине Королёв ята куçарнă. Королёв ятне хулан тĕп проспекчĕ йышăнать.
- СПАУ — Самара С. П. Королёв ячĕллĕ Патшалăх Аэрокосмос Университечĕ.
- С. П. Королёв ячĕллĕ Ракета-космос корпорацийĕ (РКК) «Энергия»
- Ăслăх-тĕпчев карапĕ «Академик Сергей Королёв»
- Чылай хуласенчи урамсене унăн ячĕпе хисепленĕ
[тӳрлет] Вуламалли
- Энциклопедия КОСМОНАВТИКА, издательство «Советская энциклопедия» 1985
- Голованов Я. На пороге // Голованов Я. Дорога на космодром. — М., 1982. — С.400-525
- Королёв Сергей Павлович //Что такое. Кто такой: т.2 -М. 1976. -C.88
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Королёв (кинофильм)
- Битва за космос (телесериал)
- Укрощение огня (кинофильм)
[тӳрлет] Каçăсем
- С. П. Королёв кун-çулĕ
- С. П. Королёв çинчен архив материалĕсем
- Проспект Королева. О чем предпочитают вспоминать и не вспоминать в дни столетия человека, выведшего нас в космос
- С.П. Королевăн Житомир хулинчи çурчĕ-музейĕ
Шаблон:Навигация