Корчаков Николай Васильевич
Википедири материал
Корчаков Николай Васильевич – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçлевçи, артисчĕ тата режиссёрĕ. 1949 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1967 – 1972 çулсем хушшинче Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтĕнче пĕлÿ пухнă. Хĕсметре пулнă хыççăн Шупашкара таврăннă, К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрне вырнаçать. Пĕр вăхăт Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлет.
- «Туй кунĕ»,
- «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн»,
- «Пĕрне-пĕри юратсан»,
- «Хĕр çураçма кайсан»,
- «Пуса каччи»,
- «Праски инке хĕр парать»,
- «Хура çăкăр»,
- «Провинцири анекдотсем» тата ытти спектакльте вылянă.