Краснов-Асли Василий Иванович
Википедири материал
Краснов-Асли Василий Иванович, — прозаик. 1900 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Кипеккасси ялĕнче çуралнă. 1978 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
1934 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1975 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне, Ленин орденне тивĕçнĕ. Унăн ятне 1970 çулта Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Я. М. Свердлов ячĕпе хисепленекен коммунистсен университетĕнче, хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕреннĕ.
Донбассра шахтёр пулса вăй хунă. Çĕрпӳ тата Йĕпреç ВКП(б) уес комитечĕсен секретарĕ, Чăваш обкомĕн пропоганда уйрăмĕн заведующийĕ, Вăрнар райком партийĕн секретарĕ пулнă. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
1937 çулта репрессине лекнĕ, 1956 çулта ырă ятне тавăрнă.
Граждан вăрçине хутшăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн романĕсемпе повеçĕсем пурĕ 20 ытла кĕнекере тухнă: