Кстово
Википедири материал
Кстово | |
Хула гербě![]() |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чулхула облаçě |
Никěсленě: | ХV ĕмěр |
Хула, çултан: | 1957 |
Халăх йышě, пин çын: | 69,2 (2001) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 56° 09' с. ш. |
Геогр. долготи: | 44° 12' в. д. |
Кстово, — Чулхула облаçěнче вырнаçнă хула. Хулара Кстово районěн администрациě вырнаçнă. Атăлăн сылтăм çыранě хěрринче, Чулхуларан 29 çухрăмра ларать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Ку вырăнсенчи пěрремěш пурăнмалли вырăн XIV ěмěрсенче туса лартнă. Ял ячě Кстоски (морд. кета - çěр çырли) пулнă. XV ěмěр пуçламăшěнче Чулхулари князь ывăле Даниил Борисович яла çěрěсемпе пěрле Печора монастырне панă. Малашни 150 çул хушши кунта пурăнакан çынсем сунара çӳренě, пулă тытнă, тыр-пул акнă.
1818 çулта Кстовăра чуллă чиркӳ хăпартнă, ăна Кстово сали теме пуçланă.
XIX ěмěр вěçěнче ку вырăнсем çинче дачăсем туса лартма пуçланă. Атăлтан аякра марри, хитре вырăнсем, вăрмансем çывăххи тата таса сывлăш хула çннисене илертнě.
XX ĕмěрěн 20 çул пуçламăшенче Кстово Чулхула çумěнчи пысăк ял-хуçалăх центăрě пулса тăрать. 1929 çулта Кстово районне туса хураççě.
Пысăк улшăнусем 1950-мěш çулсенче пулса иртеççě. Ку вăхăтра Новогорьковский нефть переработки заводне, Новогорьковский ТЭЦ, асфальт заводне, деревообрабатывающий заводне туса хунă. 1960 çулсен пуçламăшěсенче Кстовора сěт, минераловата изделиěсен, шинăсене юсаса параработка завочěсене хута янă.
Промышленность вăйлă аталаннă пирки Кстовăна 1954 çулта ěçченсен поселок ятне панă. Ку вăхăтра кунта 20 пине яхăн çын пурăннă. 1962 çулта хула ятне панă туса хунă.
[тӳрлет] Транспорт
Хула урлă автомобиль, чукун çӳлěсем иртеççě, ытти хуласемпе çыхăнтараççě. Хулан пристань пур.