Куйбышев шывуправĕ
Википедири материал
Куйбышев шывуправĕ — Атăл çинчи чи пысăк шывуправ.
1955—1957 çулсенче Атăла Шукăль тăвĕ тĕлĕнче Ставрополь-Атăл-çинчи (Тольятти) хули патĕнче пӳлсе Атăл ГЭС-не тунă хыççăн пулса тăнă.
Шывуправĕн вăрăммăшĕ 500 çухрăм ытла, чи сарлака вырăнĕ Чулман Атăл пырĕнче — 35 çухрăм, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ — 6,5 пин çм² (юханшывсем хушшинче — тĕнчере пĕрремĕшĕ), пĕтĕм шывĕ — 58 çм³, вĕсенчен 34 çм³ — усăлли. Пӳлнĕ шывăн çӳллĕшĕ — 29 м. Чикки Атăл тăрăх Шупашкар тĕлне, Чулман Атăлпа — Чуллă Çыр патне çитет. Чулман Атăл, Сĕве, Хусан тата ытти юханшывсен айлăмĕсене йышăнать.
Шывуправĕн тĕп ĕçĕ — электроэнерги туса кăларасси, пăрахутсене çӳреттерессине лайăхлатасси, хулана шывпа тивĕçтересси, ирригаци. Унсăр пуçне, шыв пулă пуянлăхне ӳстерме пулăшать.
Шывуправ Атăлăн юхăмне питĕ улăштарнă: çуркунне шыв сахалтарах сарăлма пуçланă, çуллапа хĕлле — хăпарнă та. Хусан патĕнче шывăн çӳллĕшĕн вылянăвĕ халĕ 5—6 м, малтан, шыва пӳличчен, 10—11 м пулнă. Ку вырăнти шыв халĕ 3-5 кун маларах шăнса ларать, çурхи пăртан вара каярах тасалать. Шывуправăн 3-6 çухрăм таврашĕнчи микроклимачĕ, тĕпĕнчи тата çыран хĕррисенчи пулăмсем улшăннă, абрази тата çыран арканăвĕсем вăйланнă, çĕр ишĕлни самайланнă. Шыври тата шыв çумĕнчи флорăпа фауна питĕ вăйлă улшăннă.