Курт Вальдхайм
Википедири материал
Курт Вальдхайм, — Австри политикĕ, 1972-1981 çулсенче ПНО тĕп секретарĕ. 1986—1992 çулсенче Австри президенчĕ вырăнне йышăннă. 1918 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Санкт-Андре-Вёрдерн хулара çуралнă. 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Венăра вилнĕ
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шкула пĕтернĕ хыççăн 1936—1937 çулсенче Австри çарĕнче хĕсметре тăнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче нимĕç çарĕнче Тухăç енчи фронтра çапăçнă. 1941 çулта аманнă хыççăн çартан таврăннă. 1944 çулта Вена университетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн юриспруденци тухтăрĕ пулса тăнă.
Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн дипломати ĕçĕ çине куçнă: ПНОра Австри сăнаканĕ тата представителĕ Канадăра елчĕ, Австрин тулаш ĕçĕсен министрĕ пулнă.