Лейте пырĕнчи тинĕс çапăçăвĕ
Википедири материал
Лейте пырĕнчи тинĕсри çапăçу — историре тинĕсри чи пысăк, Филиппин тинĕсĕнчи иккĕмĕш çапăçу пулать. Çав Лейте утравĕ çумĕнчи тинĕсĕсенче 1944 çулхи юпа, 23 — 26 кунĕсенче америка флочĕ япони флочĕпе вăрçнă. Япунсем союзниксен Лейте çумĕнчи çарĕсене хăваласа ярасшăн е çапса çĕмĕресшĕн тăрмашнă, кунта вĕсем пĕрремĕш хут камикадзе çарçыннисене çапăçăва хутшăнтарнă. Çапах та союзниксен флочĕ питĕ чаплă çĕнтерӳ тунă, тăшманăн путарнă карапĕсен шутĕнче, тĕнчери икĕ чи пысăк линкорсенчен пĕрне — «Мусаси» линкрне шыва кутăн чăмтарнă, тепĕрне — «Ямато» линкорне — хытă амантнă. Çак çапăçу хыççăн Японин Пĕрлештернĕ флочĕ пысăк хирĕçӳсене тухма хăяйман.